, çĕр кăккăри, çĕр кăкри, земная грудь, назв. божества. Т. VI, II. Эй, çĕр кăкăри, пилле! (Салтак ăсатни). Батыр. Эй, çĕр кăкăри, пилле! (Говорил рекрут, прощаясь со своей семьей). Шибач. Пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăш, эпĕр çĕр кăкри çинче çӳретпĕр, таптатпăр, торă, эс пире чипер осрасам. Тюрл. Çĕрĕн кăкри перекетлĕ, пирĕн пысăк анне — çĕр, пире çав тăрантса осрать. Собр. † Çеçен-хир варринче ылттăн юпа, ылттăн юпа тăрринче чăпар куккук, авăтсассăн, ылттăн юпа чĕтĕрет; ылттăн юпа чĕтĕресен, хура çĕр кăккăри чĕтĕрет, хура çĕр кăккăри чĕтĕресен, хирти тырă-пулă хумханать, хирти тырă-пулă хумхансассăн, хура-халăх чунĕ савăнать.
Çавăн пекех пăхăр:
çĕр вырттар çĕр енни çĕр илменскер çĕр йĕркелӳ « çĕр кăкăри » çĕр кăмпи çĕр кăмрăк çĕр кăмрăкĕ çĕр кĕрипĕ çĕр каç